Паян Чӑваш Енри журналистсемпе полиграфистсем ӗнерхи професси уявне — Раҫҫейӗн пичет кунне — палӑртрӗҫ. Вӗсене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов, информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов саламланӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ уява пухӑннисенчен хӑшӗсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе саламланӑ. Чи пысӑк наградӑна — ҫӗршыври хисепе — ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствин финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ Елена Михайлова тивӗҫнӗ. Ӑна РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Пысӑка хурса хакланисен хушшинче харӑсах икӗ пуҫлӑх: Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Николай Алексеев тата Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тӗп редакторӗ Зинаида Павлова. Вӗсем уявран Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем ятпа таврӑнӗҫ.
Республикӑри «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн тивӗҫне Дмитрий Моисеев пурнӑҫлӗ. Кун пирки коллектива паян республикӑн Информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинчен килнӗ тӳре-шара пӗлтернӗ.
Издательство ҫуртӗнче директорӑн—тӗп редакторӑн ҫумӗнче икӗ ҫын ӗҫлет: унччен «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ Дмитрий Моисеев тата Геннадий Максимов. Министр ҫумӗ Юлия Стройкова каланӑ тӑрӑх, Геннадий Максимова, унӑн тӑрӑшулӑхне аван пӗлеҫҫӗ. Халӗ вӗсем пуҫлӑх тивӗҫне Дмитрий Моисеева пурнӑҫлаттарса пӑхасшӑн. Тилхепене тытма вӑл хытах хирӗҫленӗ, анчах ӑна ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех.
Кӑштахран «Хыпар» ИД директорне—тӗп редакторне суйламалли конкурс иртӗ. Ҫавна май министерство пуҫлӑх пуканӗ пирки ӗмӗтленекенсенчен заявлени пуҫтарать.
Чӑваш Енре «Информаци технологийӗсен центрӗ» хысна учрежденийӗ йӗркелесси пирки утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗнӗ тытӑм Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсенче паянхи кун тӗлне ӗҫлекен информаци тытӑмӗсене тата ҫӗнӗрен йӗркелекеннисене тытса тӑма, аталантарма тата пулӑшса пыма кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Информаци технологийӗсен центрне, кӗскетсе каласан, ИТЦна, ертсе пыма М.В. Анисимова ҫирӗплетнӗ. Кун пирки хушӑва ӗнер республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫлӗ хутра Михаил Владимирович унччен ӑҫта тимленине каламан паллах. Анчах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл малтан республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин Информаципе аналитика медицина центрне ертсе пынӑ.
Чӑваш литературине туркменла, туркменлине чӑвашла куҫарасси пирки республикӑн Информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви хыпарлать.
Пӗр чӗлхерен теприне куҫарас шухӑш патне Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров ҫитнӗ. Кун пирки вӑл Туркменистанри «Дияр» литература журналӗн редакторӗпе Акмухаммет Хемидовпа калаҫса татӑлнӑ. Енсем Ашхабадра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери «Книга — путь сотрудничества и прогресса» (чӑв. Кӗнеке — килӗштерсе ӗҫлемелли тата аталанмалли ҫул) XI курав-ярмӑрккӑра тӗл пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенчи ҫав мероприятие Раҫҫейри тата Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен союзне кӗрекен ҫӗршывсенчи 50-а яхӑн организаци хутшӑннӑ. Вӗсем пурте издательство тата полиграфи ӗҫӗпе, кӗнеке кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци радиовӗ Екатеринбургри ҫветтуй вырӑнсемпе паллаштарать. Радиокӑларӑма республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйӗн сайтӗнче ӗнер анонсланӑ.
Екатеринбругри ҫветтуй вырӑнсем пирки каласа кӑтартакан ярӑмри кӑларӑмсенчен пӗри эфира ӗнер, 18 сехет те 20 минутра, тухнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑх мӗнпе палӑрса тӑнине те анонсра тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Турра ӗненекенсем пуҫтарӑнакан вырӑна Наци радиовӗн аслӑ редакторӗ, православи программисен авторӗ Роза Деменцова паломниксемпе пӗрле иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫитсе килнӗ.
Аякра курни-илтнипе радиожурналист «По святым местам Екатеринбурга» (чӑв. Екатеринбургри ҫаваплӑ вырӑнӗсемпе) ярӑм йӗркелесех паллаштарма тытӑннӑ.
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерствине ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ. Хальхинче вӗсен куҫӗ умне «Хыпар» хаҫатра пӗлтерӳсене вырӑсла ҫеҫ вырнаҫтарни лекнӗ. Ку пулӑма вӗсем республикӑра тухса тӑракан ытти чӑвашла хаҫатсенче те асӑрханӑ.
«Ирӗклӗх» хастарӗсем чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхи пирӗн республикӑра патшалӑх чӗлхисем пулни пирки, вӗсем пӗртан праваллӑ пулнине Конституцире ҫирӗплетнине аса илтернӗ. «Хыпар» хаҫатӑн тӗп тӗллевӗнче те чӑваш чӗлхине упраса аталантарасси пысӑк вырӑнта пулнине пӗлтернӗ.
Чӑвашла тухакан хаҫатсенче пӗлтерӳсене вырӑсла пичетлени «Ирӗклӗх» пӗрлӗх шучӗпе чӑваш чӗлхине хӗсни пулать. Тем тесен те «Хыпара», «Тӑван Ене» тата ытти хаҫатсене чӑвашла пӗлекен вулакансем ҫырӑнса илеҫҫӗ, ҫавна май пӗлтерӳсене чӑвашла вырнаҫтарни вырӑсла ҫеҫ пӗлекенсен прависене нимӗн енчен те пӑсманнине палӑртаҫҫӗ хастарсем.
«Ирӗклӗх» министерствӑна пӑхӑнакан чӑвашла хаҫатсен ертӳҫисем патне ҫак информацие ҫитерме ыйтать, пӗлтерӳсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтармалли ӗҫе йӗркелеме сӗнет.
Чӑваш Енри харӑсах темиҫе массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пуҫлӑхсене шыранине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радио компанийӗн ертӳҫи валли кандидатсенчен заявлени йышӑнма пӑрахнӑ. Конкурса, астӑвасса, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑччӗ. Ку хыпара халӗ республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен сайтӗнче асӑрхамарӑм. Александр Магарина вӑл должноҫрен иртнӗ уйӑхӑн 14-мӗшӗнче хӑтарнӑччӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат редакторне утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче палӑртмалла.
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн сайтӗнче «Советская Чувашия» хаҫат редакторне палӑртма конкурс валли заявленисене ҫӗртмен 14-мӗшӗччен йышӑнассине пӗлтернӗ. Хӑшӗсем вара ку хыпар пирки унчченхи редакторах ҫӗнӗрен ҫирӗплетмелли процедура тесе калаҫҫӗ.
Республикӑри тӳре-шаран компьютерне вирус тапӑнать-мӗн. Кун пирки Чӑваш Ен Федерацин техника тата экспорт тӗрӗслевӗн служби информацие хӳтелесси пирки асӑрхаттарнине пурнӑҫлассипе ӗҫлени ҫинчен хыпарланӑ май REGNUM информаци агентстви пӗлтерет.
Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Александр Степанов ведомствӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе правительство ларӑвӗнче паллаштарнӑ.
Тӳре-шаран компьютерне пӗлтӗр 900 ытла вирус кӗртме хӑтланнӑ. Ҫавсенчен хӑшӗ-пӗри ӗҫе чӑрмав кӳнине пула «служба информацине» блокада тунӑ. Ку пӑтӑрмах патшалӑхӑн 8 учрежденине пырса тивнӗ, ҫав шутра — влаҫ органӗсенне те.
Республикӑра пурӑнакансем ИТ технологисемпе пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинче анлӑ усӑ курнине те министр палӑртса хӑварнӑ. Чӑн та, ҫынсем ҫутӑ, газ счетчикӗсен кӑтартӑвне уйӑхсерен пӗлтерсе тӑнинчен пуҫласа «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) онлайн-сервис урлӑ кӑлтӑксем таранах систереҫҫӗ.
Вилӗмсӗр классикӑмӑр Митта Ваҫлейӗ «Мухтав та пехил ӗмӗр-ӗмӗрне тарпа тӑварланнӑ ыраш ҫӑкӑрне» тенӗ пулсан, Татьяна Ильина журналист ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса кӗнеке кӑларнӑ. «Служение Хлебу: две судьбы. 1934-2014 годы» (чӑв. Ҫӑкӑра сума суни: икӗ шӑпа. 1934–2014 ҫулсем) ятлӑскере вӑл ҫур ӗмӗр ытла Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче тӑрӑшакан, 1985 ҫултанпа савута ертсе пыракан Елена Бадаевӑна халалланӑ.
Ҫӑкӑр пӗҫерес ӗҫре ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Елена Игнатьевна хисеплӗ ятсене те пайтах тивӗҫнӗ. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ апат-ҫимӗс индустрийӗн ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ пекарӗ. Темиҫе созывра та ӑна республикӑн парламентне депутата суйланӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗнеке хӑтлавне кӑларӑм авторӗ тата унти тӗп герой кӑна май, республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Константин Никитин, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Олег Князькин пуҫтарӑннӑ, кӗнекене тата Елена Бадаевана ырласа ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ кам пуласси пирки тӗрлӗ сас-хура ҫӳрени пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов чирлет, ҫавӑнпа вӑл ку ӗҫрен кайма шутланӑ тесе калаҫма тытӑннӑччӗ. Ку вырӑна информаци политикин министрне Александр Иванова лартасси пирки калаҫакансем тупӑннӑччӗ. Анчах ку хыпар тӳрре килменни ӗнер паллӑ пулчӗ.
Вадим Ефимова, сӑмах май, ӗнер Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пани пирки пӗлтерчӗҫ. Ҫакна сӑнавҫӑсем ку вӑл должноҫрен каяссине пӗлтерекен паллӑ тесе ӗнерех йышӑнчӗҫ. Чӑн та, ҫавсем тӗрӗсех тӗшмӗртрӗҫ. Культура министрӗн тивӗҫне Константин Яковлев пурнӑҫласси паянтан паллӑ пулчӗ. Вӑл Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пынӑччӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ шутланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |